alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсăн республика тапхăрне йыхравлатпăр

08 октября 2018 г.

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5 çурт) «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсăн республика тапхăрĕ иртет. Конкурсăн республика тапхăрне хутшăнма районта (хулара) малти вырăна тухнă ачасене йыхравлатпăр.

Аса илтеретпĕр: оратор ăсталăхĕн конкурсне Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ирттереççĕ. Ăсталăх конкурсне паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. Конкурсăн тĕллевĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене хăйсем Чăваш çĕр-шывĕн гражданĕ пулнине туйса илме, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшакан тата чăваш чĕлхипе усă куракан талккăша сарасси.

Конкурса Чăваш Республикин тата ун тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсенче 7–8-мĕш классенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.

Конкурса хутшăнмалли темăсем:

Тăван çĕр-шыв («Мĕн-ши вăл, Тăван çĕр-шыв?», «Тăван кил – ылтăн сăпка», «Тăван ен, тăван тавралăх»),

Чăваш чĕлхи («Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Нумай чĕлхе пĕлĕттĕм, тăван чĕлхене юратăттăм»),

Çемье («Çемье вăл ырлăх та, телей те»),

Туслăх («Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук»).

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ), телефон 88352 58-46-44.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика