alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене пĕлсе тăма!

12 февраля 2018 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2018 çулхи кăрлачăн (январĕн) 10-мĕшĕнче кăларнă 3-мĕш №-лĕ приказĕпе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри 2018 çулхи пуш (март) уйăхĕн 2-мĕшĕнче регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

Интернет конкурса хутшăнакансен 2018 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутра https://docs.google.com/forms/d/1zmdQt48ypj8_ZFe6P3j823Vy6xallzVW3tX_C6RSH_U/edit

адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех конкурс ыйтăвĕсене хуравламалла.

Ыйтусене хуравлама  60 минут уйăрнă. Конкурс ыйтăвĕсене чăваш шрифчĕпе усă курса хуравлăр.  Район (хула), шкул ячĕсене тĕслĕхре кăтартнă пек çырăр.

Электрон почти урлă хуравсене йышăнмаççĕ, пăхса та тухмаççĕ.

Интернет конкурса  укçалла ирттерме палăртнă. 

Конкурса  хутшăнас текенсен  Раççей Сбербанк уйрăмĕсенче 300 тенкĕ тÿлемелле пулать.  Тÿлени  çинчен калакан квитанци копине пуш уйăхĕн 01-мĕшĕччен chrio11.cap.ruадреспа ярса памалла. Тÿллеменнисен ĕçĕсене пăхса тухмаççĕ.

Интернет конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн дипломĕсемпе чыслаççĕ. Çавăн пекех, конкурса хутшăнакан кашни вĕрентекене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сертификатне  параççĕ.

Пурне те интернет конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!

Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (chrio.cap.ru) паллашма пултаратăр.

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 204-мĕш кабинет.

Кирлĕ информацие chrio.cap.ru сайтра тупма пулать.

Тел/факс – 8 (8352) 58-47-19; 89053410082; 89050293941.

 E-mail: chrio11@cap.ru.

Тĕплĕнрех>>>

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика