alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен конкурсĕ иртет

19 января 2018 г.

Творчествăллă ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсене тупса палăртас, чăваш чĕлхине вĕрентсе пухнă паха опыта сарас, чĕлхене упраса хăвармалли тата аталантармалли условисем тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхине вĕрентекенсен конкурсне ирттерет.

Конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем хутшăнаççĕ.

Конкурс номинацийĕсем:

  1. «Çĕнĕ мел шутласа кăларакан учитель» (новатор)
  2. «Ăстаçă учитель»
  3. «Çамрăк учитель»
  4. «Наставник учитель»
  5. «Тăван чĕлхе управçи» ятарлă номинаци
  6. «Меслетлĕх ĕçĕсен авторĕ».

Номинацисен ятне, йышне улăштарма ирĕк пур. Ку ирĕкпе усă курса йĕркелÿ комитечĕ тивĕçлĕ йышăну тăвать.

Конкурс материалĕсене чăвашла та, вырăсла та çырса тăратма юрать.

Конкурс кĕретлĕ тата кĕретсĕр майпа икĕ тапхăрпа иртет:

  • 1-мĕш тапхăр: кĕретсĕр (заочно);
  • 2-мĕш тапхăр: кĕретлĕ (очно).

1-мĕш тапхăра хутшăнма конкурсантăн https://sites.google.com/view/chrio адреспа кĕрсе 2018 çулхи пуш уйăхĕн 01-мĕшĕччен регистрациленмелле. Регистраци йĕрки:

1. Конкурсантăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ.

2. Ĕç вырăнĕ (чăвашла).

3. Ĕç вырăнĕ (вырăсла).

4. Должность.

5. Педагогика ĕçĕн стажĕ.

Çак документсемпе материалсене 2018 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен chuvchrio@gmail.com адреспа ярса памалла:

1. «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ эссе (*pdf, *doc, *docxформатсемпе 4 страницăран ытла мар хатĕрлемелле).

2. Наукăпа методика тĕлĕшĕнчен йĕркеленĕ меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем (пĕр е темиçе файл).

3. Чăваш чĕлхипе е литературипе ирттернĕ урокăн видеофрагменчĕ (10 минутран ытла мар). Видеофрагмента уçласа илмелли ссылка памалла.

4. Урокăн видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерсе пани (вырăсла е чăвашла).

Пĕрремĕш тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса жюри финалистсене палăртать. Вĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнаççĕ.

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче пуш уйăхен 29-мĕшĕнче иртет.

2-мĕш тапхăра хутшăнаканăн:

1)      конкурса тăратнă урок фрагменчĕпе мастер-класс ирттермелле,

2)      «Чăваш тумĕ – подиум çинче» кăтартăва хутшăнмалла (учителĕн хăй тăхăннă чăваш тумĕ çинчен каласа памалла).

Пĕрремĕш тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса жюри финалистсене палăртать. Вĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнаççĕ.

Конкурсăн пур тапхăрĕ те иртнĕ хыççăн кашни номинацин çĕнтерÿçисем (1, 2, 3 вырăнсем) пулаççĕ.

Конкурсăн результачĕсемпе чи нумай балл пухнă учитель çĕнтерÿçĕ пулса тăрать.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата ятарлă парнесем парса чыслаççĕ.

Çыхăну адресĕ

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ).

Телефон 88352 584644

E-mail: chrio6@cap.ru .

Тĕплĕнрех>>>

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика